Чӑваш Енре республикӑри хӗллехи ял вӑййисем иртрӗҫ

Унта 21 муниципалитетри 400-е яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Мала тухассишӗн спортсменсем 7 енпе ӑмӑртрӗҫ. 

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Надежда Концова руль умӗнче 11-мӗш ҫул. Тракторпа вӑл шкулта чухнех ҫӳреме вӗреннӗ. Ӑмӑртури хӑнӑхтарӑва пурнӑҫласси кирек епле ӑста водительшӗн ҫӑмӑл мар. Техникӑпа хыҫалалла кайса тиеве ҫаклатмалла та палартнӑ йӗр тӑрӑх каймалла. Ун хыҫҫӑн таврӑнса тиеве хӑйӗн вырӑнне лартмалла.

Надежда хӑнӑхтарӑва ӑнӑҫлӑ пурнӑҫларӗ. Ӑмӑртура унӑн ҫавӑн пекех йӗлтӗрпе чупса, кире пуканӗ йӑтса тупӑшмалла пулчӗ. Хӗллехи ял вӑййисене вӑл ҫулсерен хутшӑнать. Яланах малти вырӑнсене йышӑнать.

Ӗне сумалли аппарата кам хӑвӑртрах сӳтсе каялла тӗрӗс пуҫтарать? Васканӑ чухне йӑнӑшма та пулать. Ҫавӑнпа пурин те тимлӗ пулмалла. 

Унтан спорта кӑмӑллакан ҫемьесем старта тухрӗҫ. Йӗрке тӑрӑх чи малтан ачасен хапхана мечӗк тапса кӗртмелле пулчӗ. Эстафетӑна амӑшӗсене пачӗҫ. Вӗсем кӗвентепе шыв витрисене йӑтса мӑшӑрӗсем патне чупса ҫитрӗҫ. Кил хуҫи вара алла пуртӑ тытса вутӑ ҫурчӗ. 

Хӗллехи ял вӑййисенче 7 енлӗ программӑра 400-е яхӑн спортсмен тупӑшрӗ. Кунта мала тухнисем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлӗҫ. Вӑл ҫитес уйӑхра Волгоград облаҫӗнче иртӗ. 

Алена Артемкина, Леонид Петров