Кӑҫал чи массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗсенчен пӗрне ирттерме пуҫланӑранпа 22 ҫул ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнӑ. Старта садике ҫӳрекенсем, шкул ачисем, студентсем, предприяти-организацисенче тӑрӑшакансем, аслӑ ӳсӗмрисем тухрӗҫ. Ӑмӑртӑва ҫемйипех килекенсем те пулчӗҫ.
Мускав ҫыранлӑхне сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан тата спортпа туслӑ 4 пин ытла ҫын пуҫтарӑнчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи малтан старта министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем тухрӗҫ. Вӗсем пӗр ҫухрӑм инҫӗшне парӑнтарчӗҫ.
Ҫавӑн пекех спортсменсем хӑйсен вӑйне 4, 6 тата 8 ҫухрӑмлӑ дистанцисенче тӗрӗслерӗҫ. Чи вӑрӑмми вара 12 ҫухрӑм пулчӗ. Ӑна парӑнтарма опытлӑ атлетсем тухрӗҫ.
Муниципалитетсем хушшинче наци кросне чи нумай ҫын хутшӑнакансен йышӗнче Патӑрьел, Канаш, Комсомольски тата Шупашкар округӗсем пулчӗҫ. Кашни старта тухакана асӑнмалӑх дипломсемпе медальсем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Леонид Петров








