Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри "Наци кросӗ" иртрӗ

Вӑл ҫавӑн пекех ҫӗршыври Олимп кунӗпе пӗр килчӗ. Спорт уявӗ ниме пӑхмасӑр сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан пин-пин ҫынна пуҫтарчӗ.

Чӑваш Ен "Наци кросне" 2004-мӗш ҫултанпа тӑтӑшах хутшӑнать. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ытларах ҫынна физкультурӑпа спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасси. Кӑҫал Шупашкарти тӗп старт Мускав ҫыранлӑхӗнче иртрӗ. Спорт уявӗ, яланхи пекех, зарядкӑран пуҫланчӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем тӗп пляжран старт илчӗҫ. Ӑмӑртӑва ертӳҫӗсен ушкӑнӗ уҫрӗ. Малтисен ретӗнче Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулчӗ. Пурӗ 5 чупу йӗркелерӗҫ. Старта тухнисем пӗр тата икӗ ҫухрӑм инҫӗшне парӑнтарчӗҫ. 

 

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин