Чӑваш Енре пӗрремӗш хут ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен "Кашкӑр" турнирӗ иртрӗ

Регионсем шайӗнчи ӑмӑрту ҫамрӑк спортсменсене Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ Таяпара пухрӗ. 

Чӑваш Енпе Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен тата Хусантан килнӗ шӑпӑрлансем 10 кун хушши Лащ Таяпара ир пуҫласа каҫчен сывлӑхне ҫирӗплетрӗҫ. Уҫӑ сывлӑшра тренерсемпе пӗрле тӗрлӗ хӑнӑхӑва вӗренсе ялти "Кашкӑр йӑви" кану базинче пурӑнчӗҫ.

Хӑйне евӗр ҫуллахи лагере кӗрешӳ турнирӗ пӗтӗмлетет. Сывлӑхӗсене туптанӑ май хӗвел питтинче шуранкӑ пичӗсене хӗретнӗ ачасем кашнийӗ чемпион пулма хатӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара ӑмӑрту палӑртрӗ.

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен тупӑшӑвӗ 6 виҫе категорийӗпе иртрӗ. Арҫын ачасем ӳсӗмне кура 25-рен пуҫласа 27, ҫавӑн пекех 29, 31, 33 тата 36 кило таран ушкӑнсене пайланса вӑй виҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва килсе ҫитнӗ ятлӑ-сумлӑ спортсменсем ҫак ачасенче пысӑк пуласлӑх курнине каларӗҫ.

Сумлӑ турнир ҫав тери хӗрӳ иртрӗ. Ачасем чӑнласах пысӑк шанӑҫ параҫҫӗ. Патреккел ачи Михаил Миллин, сӑмахран, ҫак ҫулсенче Чӑваш Ен чысне чылай регионта хӳтӗлеме ӗлкӗрнӗ. Халӗ те вӑл 27 кило таран таякансен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Чемпион пиҫиххине вара Миша хӑйне ӑмӑртусене тухса ҫӳреме пулӑшакана халалларӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те тав хучӗпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара медаль тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Мухтавлӑ спортсменсемпе палӑрнӑ Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче кӗрешекенсен черетлӗ турнирӗ ҫитес кӗркуннех иртме пултарать. Унта хутшӑнма паянхи куна Казахстанран та заявка килнӗ. Тивӗҫлӗ ӑру ҫитӗнсе пынӑ чух пирӗн халӑх сумӗ те ӳссех пырӗ. 

Алексей Енейкин