Чӑваш Енре мӗн пур ҫӗршыври пекех "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" иртрӗ

Республикӑра ӑна 2005-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Старта тухакансен йышӗнче спортсменсем, ӗҫ коллективӗсем, студентсемпе шкул ачисем, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, аслӑ ӑрурисем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан туслӑ ҫемьесем.

Кӑҫал коронавирус эпидемине пула ӑмӑрту йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ. Малтан регистрациленнисене кӑна хутшӑнма ирӗк панӑ. 65 ҫулран аслӑраххисене хальхинче старта тухма чарнӑ. Унсӑр пуҫне кашни йӗлтӗрҫӗн тухтӑрсенчен сывӑ пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле пулнӑ. Апла пулин те хӗллехи спорт уявӗ Чӑваш Енри мӗн пур район-хулара халӑх йышлӑ хутшӑннипе иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе республикӑра пӗр харӑс темиҫе пин ҫын старта тухрӗ. Тӗп хулари ӑмӑрту Олим резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче пулчӗ. Вип-чупӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин