Ку фестиваль республикӑра 7-мӗш хут иртрӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем "Спартак" спорт шкулӗ ҫумӗнчи лаптӑка пухӑнчӗҫ. Хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма ачасем 18 муниципалитетран килсе ҫитнӗ, пурӗ 70 ытла вӗренекен. 12-13 ҫултисем йывӑрлӑхӗпе 4-мӗш шай шутланакан ГТО комплексне пурнӑҫларӗҫ, 14-15 ҫулхисем вара - 5-мӗшне.
Фестиваль программи анлӑ. Унта 60 тата пин ҫурӑпа икӗ пин метр дистанцисене чупасси, ҫавӑн пекех ишесси, вырӑнтан сикесси, кӗлетке ҫемҫелӗхне тӗрӗслесси, туртӑнассине тата ытти хӑнӑхтару пулчӗ.
"Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр!" "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗн пӗр пайӗ шутланать. Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗн кӑтартӑвӗ тӑрӑх, пирӗн республика ГТО комплексне пурнӑҫа кӗртессипе ҫӗршывра 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑл тӑрӑхӗнче вара эпир малтисем.
Леонид Петров, Екатерина Янгалакова