Чӑваш Енре чи вӑйлӑ хоккей командине палӑртрӗҫ

Пӗтӗм Раҫҫейри "Ылтӑн шайба" ӑмӑртӑвӗсен республикӑри тапхӑрӗнче Елчӗк тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк спортсменсем мала тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем регион чысне хӳтӗлеме Перьм хулине тухса кайӗҫ. Хоккей ӑстисем ветерансене те манмаҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче спорт маҫтӑрӗсене сума суса Лащ Таяпа ялӗнче йӑлана кӗнӗ турнир иртрӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗ яланах мухтавлӑ спортсменсемпе паллӑ пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енри пӗрремӗш олимпиец та унтан тухнӑ. Хоккейла вылясси вара районта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче аталанса кайнӑ. Ун чухне ҫак ӑсталӑхра уйрӑмах Елчӗк, Лащ Таяпа, Патреккел, Тӗмер, Ҫирӗклӗ Шӑхаль, Аслӑ Елчӗк ялӗсем палӑрнӑ. Ку тӑрӑхра хоккей мӗнле аталаннине спорт ветеранӗсем лайӑх ас тӑваҫҫӗ. Лащ Таяпа ялӗнче, сӑмахран, ачасене коньки ҫине тӑма пуҫласа технологи учителӗ Иван Мижеров вӗрентнӗ. Унӑн ӗҫне Петр Сидоров физкультурник аталантарнӑ, хоккей ушкӑнӗсем йӗркелесе ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

Ҫамрӑксенче халӗ пысӑк шанӑҫ. Вӗсене валли кунта мӗн кирли пӗтӗмпех пур. Совет саманинче вара ялти пӗрремӗш хоккей коробкине те 80-мӗш ҫулсенче кӑна тунӑ. Ырӑ ӗҫре вырӑнти колхоз пулӑшнӑ.

Турнира хоккей ветеранӗсемпе пӗрлех паянхи ҫар операцийӗн паттӑрӗсене те халаллаҫҫӗ. Хӗрӳ вырӑнсенче халӗ Лащ Таяпаран кайнӑ 5 салтак ҫӗршыва хӳтӗлет. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланса ял ачисем спортра харсӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ. Аслисенчен ырӑ тӗслӗх илсе хӑйсен ӑсталӑхне спорт ветеранӗсемпе пӗрле туптаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Александр Воронин