3, 5, 7 ҫухрӑм ҫурӑ дистанцие малтан пӗр йытӑллӑ йӗлтӗрҫӗсем, унтан улттӑллисем, тӑваттӑллисем, иккӗллисем парӑнтарчӗҫ. Старта малтан тухнисен йышӗнче - Чӗмпӗртен килнӗ Юкки йытӑпа унӑн хуҫи Евгения Тихонова. Самоед ӑрат, юр пекех шап-шурӑ та кӑпӑшкаскер, пӗр пӑхсан ачаш та мӑран пек туйӑнать, анчах ӑмӑртура вӑл хаски йытта хыҫа хӑварма пултарчӗ. Ку вара пысӑк ҫитӗнӳ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров