Ҫӗршыври паллӑ хаҫат ячӗпе иртекен хӗллехи турнирӑн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Александр Тихонов олимп чемпионӗ ячӗпе хисепленекен Лапсарти спорт шкулӗнче "Пионерская правда" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртрӗ. Унта 4 - 7-мӗш классенче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ. Йӑлана кӗнӗ турнира "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ.

Спорт хӑйӗн йӑли-йӗркипе вӑйлӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе ӑмӑртӑва йӗркелекенсем кӑкӑр ҫине ҫакмалли ятарлӑ номерсем хатӗрленӗ. Старта тухакансем пурте хӗрлӗ тумпа. "Пионерская правда" ячӗпе 1956-мӗш ҫулта иртнӗ пӗрремӗш ӑмӑртура шӑпах ҫапла пулнӑ. Унтанпа ку йӑла хӑйӗн вӑйне ҫухатман. 

Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри 15 шкултан 100 ытла ача хутшӑнчӗ. Вӗсем наградӑсене классикӑлла тата ирӗклӗ майпа чупса выляттарчӗҫ. Кӗҫӗн ҫулхисем хушшинче икӗ енпе те Муркаш тӑрӑхӗнчи Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Анна Жданована ҫитекен пулмарӗ. Унӑн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланса ентешӗсем - Ҫатракасси шкулӗнче вӗренекенсем те мала тухрӗҫ. Ҫакӑ муркашсене ӑмӑрту Кубокне тивӗҫнипе пӗрлех, ҫӗршыв шайӗнче пулакан финала хутшӑнма ҫул уҫрӗ. 

"Пионерская правда" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсен ҫӗршыври ӑмӑртӑвӗсем ҫак эрнере Ижевск хулинче иртеҫҫӗ. 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин