Ҫӗршыв паттӑрӗсене сума сунине кӑтартрӗҫ

Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан Чӑваш Енри Управленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа "Ҫӗнтерӳ кросӗ" спортпа патриотизм акцийӗ ирттерчӗ.

Спорта кӑмӑллакансем Шупашкарти "Волга" стадиона пухӑнчӗҫ. Ҫӑмӑл атлетика чупӑвне 150 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра федерацин айӑплава пурнӑҫлакан Управленийӗнче, прокуратурӑра, налук службинче, чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем, суд приставӗсем, кадетсемпе шкул ачисем тата ыттисем те. Чупу умӗн уява пухӑннисем Шупашкарти "Ҫӗнтерӗве 40 ҫул" спортпа культура комплексӗнче митинг ирттерчӗҫ, палӑк умне чечексем хучӗҫ тата пӗр минут шӑп тӑрса вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнчӗҫ. Унтан атлетсем алла ялавсем тытса 800 метр инҫӗшне парӑнтарчӗҫ. Ҫапла майпа ҫӗршыв паттӑрӗсене сума сунине кӑтартрӗҫ. 

Оксана Верликова