Ҫӗршыв патриочӗ пулма вӗренеҫҫӗ

Красноармейскинче Афганистан вӑрҫинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ ентешсене Валерий Кацовпа Виталий Степанова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне ирттерчӗҫ. 

Ӑмӑрту икӗ кун пычӗ. Паттӑр ентешсене халалланӑ ӗҫ-пуҫа ҫулсерен ирттереҫҫӗ кунта. Валерий Кацов Ҫӗнӗ Йӗкӗтре ҫуралса ӳснӗ, Виталий Степанов - Енӗшкассинче. Ҫамрӑксем 1982-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫар ретне тӑнӑ. Вӗсен Афганистанра душмансене хирӗҫ ҫапӑҫма тӳр килнӗ. Валерийпе Виталий паттӑрлӑх кӑтартса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсене Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ. Ӑмартӑва 7-16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн республикӑсӑр пуҫне Тутарстан, Марий Эл, Самарпа Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи спортсмесем вӑй виҫрӗҫ. 

Алена Артемкина, Юрий Васильев, Иван Макеев