Ҫӗрпӳре ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнса бокс турнирӗ йӗркелерӗҫ

Мухтав орденӗн кавалерӗсене Дмитрий Алексеевпа Андрей Семёнова асӑнса Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче бокс турнирӗ иртрӗ. Десантниксем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. Республикӑри спортсменсемпе пӗрле ринга Тутарстан, Пушкӑрт, Мари Эл боксёрӗсем тухрӗҫ. 

Тупӑшӑва 10-18 ҫулхи спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Ӳсӗмне кура вӗсем 4 ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ. Пысӑк яваплӑх Ҫӗрпӳри спортшкулӗнче вӗренекенсен хулпуҫҫийӗ ҫине тиенчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта Дмитрий Алексеевпа Андрей Семёнов ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ӑсталӑхне туптанӑ. Ҫавӑнпа та ринг хуҫисем ҫӗнтерӳ патне уйрӑмах ӑнтӑлчӗҫ. Вӗсенчен пӗри - Святослав Степанов. 13 ҫулти ҫамрӑк 46 килограмм таякансем хушшинче турнирӑн чи лайӑх боксерӗ ята тивӗҫрӗ. 57 килограмм таран виҫе категорийӗнче вара кӑҫалхи Чӑваш Ен чемпионачӗн финалисчӗсем Андрей Рахчеевпа Мансур Доценко тӗл пулчӗҫ. Ку тытӑҫура Ҫӗрпӳ каччи Андрей Рахчеев, вӑл хӗрлӗ майкӑпа, ҫӗнтерчӗ. 

 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин