Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрӳ тупӑшура палӑрчӗ 

Чӑваш Енре 40 ҫултан аслӑрах футбол ветеранӗсен первенствин кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулчӗҫ. Тӗп тупӑшура Шупашкарти "Динамопа" патӑрьелсемпе елчӗксен "Темп" ушкӑнӗсем вылярӗҫ. 

2008-мӗш ҫулта Патӑрьел тӑрӑхӗнче йӗркелесе янӑ "Темп" ушкӑн хастарӗсем Шупашкарти "Динамо" командӑпа 5-мӗш хут хӗрӳ тупӑшӑва тухаҫҫӗ. Пурин те пӗр тӗллев - ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илесси.

"Олимпийски" стадионти футбол лапамне спортсменсемпе пӗрлех куракансем те йышлӑн пухӑнчӗҫ. Ҫак саманта вӗсем чылай кӗтнӗ. Хӑйне евӗр финалти тупӑшӑва тухиччен ҫак командӑсем 20 ытла турнирта вӑй виҫнӗ. Патӑрьелсемпе елчӗксен ушкӑнӗ, сӑмахран, республикӑри 12 команда хушшинче 22 хут тупӑшӑва кӗрсе 18-шӗнче ҫӗнтернӗ, "Динамопа" пӗр пек балл пухнӑ.

Спорт ветеранӗсем футболла 40-шер минутлӑ таймсенче выляҫҫӗ. Талпӑнсах мечӗке пӗр-пӗрин хапхи енне вӗҫтереҫҫӗ. Тупӑшу хӗрӳлӗхне кура ҫак харсӑр та йӑрӑ ҫамрӑксене ветеран тесе калама та йывӑр, парӑнас шухӑш никамӑн та ҫук. Ҫавах та ӑнӑҫу чи вӑйлисене йӑл кулать, теҫҫӗ. Пӗрремӗш таймӑн юлашки минутӗнче "Динамо" ушкӑн "Темп" команда хапхине мечӗк кӗртсе вӑйӑ шутне уҫрӗ.

2-мӗш таймӑн 5-мӗш минутӗнчех Шупашкар футболисчӗсем патӑрьелсене тепӗр гол тапса кӗртрӗҫ, турнир шутне 2:0 шутпа ҫирӗплетрӗҫ. Ялсенчен пухӑннӑ ушкӑн умӗнче ӑнӑҫлӑ самант темиҫе хут та пулчӗ, анчах та хула спортсменӗсем ҫӗнтерӗве хӑйсен аллинчен вӗҫертме васкамарӗҫ. Вӑйӑ вӗҫӗнче 6 минут хушса пани те "Темп" ушкӑна пулӑшаймарӗ. Ҫапла "Динамо" 3-мӗш хут ҫак первенствӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Патӑрьелпе Елчӗк тӑрӑхӗн ушкӑнӗ вара кӗмӗл медале тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсене кубокпа чысларӗҫ. 

 

Алексей Енейкин.