Ҫӗнтерӳ пьедесталӗ ҫинче - Ворчун, Марс тата Флюид

Тӗрлӗ регионти 50 ытла урхамах Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать. Лашасен чупӑвӗ Республика кунӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта иртӗ. Унта ӑмӑртакансем вара паян шăпа яраççĕ. Тупӑшӑва Патӑрьел тӑрӑхӗнчи "Акатуй-Сабантуйра" мала тухнӑ урхамахсем те хутшӑнаҫҫӗ. 

Патӑрьел тăрӑхĕнче "Акатуй-Сабантуйра" лашасен чупӑвне ирттересси авалтан пыракан йӑла. Ахальтен мар республикӑри 5 çӗрте пулнӑ ӑмӑртусенчен ку - чи йышли. "Хӗвеллӗ" уҫланкӑри ипподрома кӳршӗ тӑрӑхсенчен кӑна мар, юнашарти регионсенчен те тупӑшакансем пуҫтарӑннӑ. 

Чи хӑвӑрт урхамаха палӑртма умлӑ-хыҫлӑ 10 ытла чупу йӗркеленӗ. Ҫамрӑк лашапа вӑкӑра тата такана ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма хатӗрленӗ. 

Республикӑри лаша спорт шкулӗн ертӳҫи Валерий Краснов ертсе пыракан "Флюид" тиха квалификацине чи лайӑх кӑтартупа тухрӗ пулин те, финалти старта 3-мӗш вӗҫлерӗ. Чупура Карапай Шӑмӑршӑ чысне хӳтӗлекенсене ҫитекеннисем пулмарӗҫ. Олег Хлюкинпа Леонид Кошкинӑн 5 ҫулти Ворчун урхамахӗ пӗрремӗш пулчӗ, ӑна Чӗмпӗрти Сергей Саблин ертсе пычӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ Николай Пыркинпа Марс лаша чупӑва иккӗмӗш вӗҫлерӗҫ. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ипподромра ҫитес эрнере пулать, ҫӗтерӳҫӗсене 2 миллион тенкӗ парне кĕтет. Ҫурла уйӑхӗнче лашасен республикӑри тепӗр сумлӑ чупӑвӗ Етӗрне тӑрӑхӗнче пулĕ. 

 


Ирина Николаева, Вячеслав Ильин