Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ стадиона чи вӑйлисемпе хастаррисем пуҫтарӑнчӗҫ

Унта "Грани" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн 33-мӗш хут ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. 

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи малтан старта ача садне ҫӳрекенсем тухрӗҫ. Шӑпӑрлансем пӗр-пӗринпе хавхаланса та савӑнса тупӑшрӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем кӑҫал ку ушкӑнра мала тухнӑшӑн чыслакансен шутне те ӳстернӗ. Пурӗ вӗсем ҫиччӗн пулчӗҫ. Чи вӑйли ята вара 50-мӗш ача садне ҫӳрекенсем тивӗҫрӗҫ. Пӗчӗк спортсменсене ашшӗ-амӑшӗпе воспитательсем хавхалантарса тӑчӗҫ.

Спорт уявӗ - ҫӑмӑл атлетикӑна кӑмӑллакансене пуҫтарчӗ. Старта профессионал спортсменсемпе пӗрлех шкул ачисемпе студентсем, ветерансем, предприятисемпе организацисен ушкӑнӗсем, ҫемье командисем, хӗрарӑмсен клубӗсем  тухрӗҫ.  7-9-мӗш класра вӗренекен хӗрсем хушшинче ылтӑн медале Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул ушкӑнӗ тивӗҫрӗ.

Кӑҫалхи спорт уявне Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалларӗҫ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн вип-чупу иртрӗ. Сывлӑх енчен хавшакраххисем те ӑмӑртуран айккинче юлмарӗҫ. Вӗсемшӗн вӑл пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли, ҫын умне тухмалли ырӑ пулӑм шутланать.

Тӗрлӗ ӑрӑва пӗтӗҫтерекен уявра ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ. Мала тухнисене асӑнмалӑх парнесем, медальсемпе кубоксем парса чысларӗҫ.

Оксана Верликова, Денис Афанасьев