Ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах "ӑслӑ” спорт площадки

Иртнӗ ҫултан пуҫласа Чӑваш Ен "Бизнес-спринт" федераци проектне хутшӑнать. Унпа усӑ курса регионта 3 "ӑслӑ" спорт лаптӑкӗ тата модуллӗ спорт залӗ хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн валли федераци тата республика бюджечӗсенчен 158 миллион ытла тенкӗ уйӑрмалла. "Росинка" физкультурӑпа сывлӑх центрӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ те ӗнтӗ. 

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче "Росинка" физкультурӑпа сывлӑх центрӗ 170 ачана йышӑнать. Ҫавӑн пекех кунта Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Унчченхи спорт лаптӑкӗ самай кивелнӗ, ӑна ҫӗнетессе кунта тахҫанах кӗтнӗ. Пӗрремӗш сменӑра канакансем ҫак пысӑк парнене пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Стадионта ешӗл сий сарнӑ футбол уйӗ, атлетсене чупмалли ҫулсем, волейболла, баскетболла вылямалли лаптӑксем, тренажёрсем пур. Воркаутпа кӑсӑкланакансем пирки те манман. Куракансем валли 100 вырӑнлӑ трибуна тунӑ. Пӗрремӗш мечӗке хапхана футболистсем Республика Пуҫлӑхне Олег Николаева тапса кӗртме шанчӗҫ. 

Спорт площадки ҫӗнӗ кӑна мар - "ӑслӑ" та. Тренажерсем ҫине ятарлӑ QR-кодсем вырнаҫтарнӑ. 

Тренажерсем туянма федераципе республика хыснисенчен 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех бассейна та ҫӗнетнӗ. Ӑна республика программипе усӑ курса тӗпрен юсанӑ. Ҫитес ҫул кунта "Губернатор лагерӗ" проекта пурнӑҫа кӗртӗҫ. 

 


Леонид Петров, Игорь Зверев