Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче спорт аэробикин фестивалӗ иртрӗ

Турнира 300 ытла спортсмен хутшӑнчӗ. Турханта пуҫтарӑннӑ ҫамрӑк атлетсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратни пӗрлештерчӗ. 

Хӑшӗ-пӗри аэробикӑра пӗрремӗш утӑмсем кӑна тӑваҫҫӗ, теприсем вара нумай ҫул хӑйсен ӑсталӑхне ҫак енӗпе туптаҫҫӗ. Паян пысӑк хуласенче кӑна мар, ялсенче те ачасен спортра аталанма, ҫитӗнӳсем тума тивӗҫлӗ майсем пур. Ахальтен мар Турханти центр - ачасен те, аслисен те чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Паллах, ҫӗмӗрлесем спорт тытӑмне аталантарнин витӗмӗ те курӑмлӑ. Сӑмахран, Пӗренеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ олимп чемпионӗ Валерий Ярды ячӗпе хисепленекен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансем турнирта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери спортсменсемпе пӗр шайрах тупӑшрӗҫ. Ушкӑнсем хушшинче вара тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасен Ҫӗмӗрлери центрӗнчи спортсменсем мала тухрӗҫ. Пӗтӗмпе кил хуҫисем 10 ылтӑн, 8 кӗмӗл тата 14 бронза медаль ҫӗнсе илчӗҫ. 

Елена Дмитриева, Вячеслав Ильин