Ҫамрӑксене ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ

Халӑха спорта явӑҫтарассипе Чӑваш Ен малти регионсенчен пӗри. Республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнисен сывлӑхне ҫирӗплетессине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Муркашра 60 ҫултан иртнисем хушшинче волейбол турнирӗ пулчӗ. 

Ку спорт уявӗ Муркаш тӑрӑхӗнче ҫулсерен вӑй илсе пырать. Иртнӗ ҫулсенче тупӑшӑва 3-4 команда кӑна хутшӑннӑ пулсан, ку хутӗнче 6 ушкӑн хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме кӑмӑл тунӑ. Спорт ветеранӗсем ялсенчен те пуҫтарӑннӑ. Чи ҫамрӑкки 61 ҫулта, чи асли вара - 77-ре. 

Вӑйӑсем хӗрӳ иртрӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем хӑйсен чун ҫирӗплӗхӗпе ҫаврӑнӑҫулӑхне, туслӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшма хатӗррине кӑтартса пачӗҫ. Аслӑ ҫулти волейболистсенчен ҫамрӑксен вӗренмелли кӑна юлать, тесен те йӑнӑш пулмӗ. 

Турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Оринин ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗшсем - ҫатракассисем. Пъедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине вара Уйкас-Янасал ялӗн команди хӑпарчӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене дипломсемпе тав хучӗсем парса чысларӗҫ. 

Леонид Петров, Иван Макеев