Ҫамрӑксене те, ҫитӗннисене те спорта явӑҫтараҫҫӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхальти вӑтам шкулта йӑлана кӗнӗ йӗркепе сӗтелҫи теннис ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе ӑна 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Спортсменсем ку шкултан вӗренсе тухнӑ, округ чемпионӗн Алексей Ахмеевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Ӑмӑрту икӗ куна пычӗ. Чи малтан шкул ачисем вӑй виҫрӗҫ. Пурӗ 60 яхӑн ҫамрӑк спортсмен пуҫтарӑнчӗ. Иккӗмӗш кунхине вара арҫынсемпе хӗр арӑмсем спортпа туслӑ пулнине ҫирӗплетрӗҫ. 18 ҫултан пуҫласа 49 ҫулчченхисем тата 50 ҫултан аслӑраххисем вӑй виҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех мӑшӑрпа выляссинче те ӑсталӑха тӗрӗслерӗҫ. Ӑмӑртӑва Канаш, Тӑвай тата Вӑрнар тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ. 

Турнирӑн тӗп тӗллевӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва спортпа туслӑ пулма вӗрентесси, сӗтелҫи теннис спортне аталантарасси. Ҫакӑн валли Патӑрьел тӑрӑхӗнчи шкулсенче тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Тӗслӗх вырӑнӗнче вара вӗсемшӗн - кунтан вӗренсе тухнӑ спортсменсем тата вӗрентекенсем. 

Турнир пӗтӗмлетӗвӗпе хӑйсен ушкӑнӗсенче Канаш хулинчи, Вӑрнар, Тӑвай тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенчи теннисистсем палӑрчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе дипломсем тата медальсем парса хавхалантарчӗҫ. Ку спорт тӗсне малалла та юратма, унпа ытларах хатӗрленсе пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Ачасем унсӑр пуҫне пурте пылак кучченеҫсемлӗ пулчӗҫ. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин