Спорт - пӗрисемшӗн чун киленӗҫӗ, теприсем вара ӑна пурнӑҫ профессийӗ пек суйлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл чылайӑшне пӗрлештерет. Фестивале халӑхра сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас, аслӑ шкулсемпе спорт федерацийӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркеленӗ. Спорт уявне ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале наци кӗрешӗвӗн федерацийӗ уҫрӗ. Паянхи куна ҫак спорт тӗсӗпе республикӑра 800 яхӑн ҫын ӑсталӑхне туптать. Чӑваш кӗрешӗвӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе, культурипе ҫыхӑннӑ.
Республикӑра самбо та анлӑ сарӑлнӑ. Ҫак спорт тӗсне аталанма "Самбо в школу" тата "За самбо" Пӗтӗм Раҫҫейри проектсем пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енре ку тупӑшу мелӗпе 4 пин ытла ҫын кӑсӑкланать.
Фестивале аграри университечӗ, Физкультура тата спорт министерстви ҫумӗнчи обществӑлла канаш тата Чӑваш Енри студентсен спорт пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Диана Сафонова, Святослав Петров








