Петр Самсоновӑн мухтавлӑ ячӗ лащтаяпасемшӗн сӳнми ҫулӑм евӗр ялкӑшакан сӑваплӑ ялав вырӑнӗнчех темелле. Ӑна асӑнса иртекен ӑмӑрту кӑна ҫулсерен ялти вуншар ҫамрӑка спорт ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшать.
Петр Николаевичӑн тивӗҫӗ, чӑн та, ял ҫыннишӗн калама ҫук пысӑк. Чылай ҫамрӑка ҫӑмӑл атлетикӑна явӑҫтарса аслӑ спорт тӗнчине тухма пулӑшнӑ вӑл. 2000-мӗш ҫулхи Олимп вӑййисен призерӗн Владимир Андреевӑн пӗрремӗш тренерӗ те вӑлах пулнӑ.
Лащ Таяпа ҫӗрӗнче 15-мӗш хут иртекен кросс 4 муниципалитетри тата Тутарстанри Пӑва районӗнчен ҫитнӗ 160 шкул ачине пухрӗ. Ӳсӗмне кура вӗсем тӗрлӗ ушкӑнра чупса ӑмӑртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене медаль-кубокпа, грамотӑсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна елчӗксен ушкӑнӗ тивӗҫрӗ, иккӗмӗшсем шӑмӑршӑсем, виҫҫӗмӗшсем вара каҫалсем пулчӗҫ.
Алексей Енейкин, Александр Воронин