Сак ӑмӑртӑва йӗркелес шухӑш Николай Белкова тахҫантанпах канӑҫ паман. Кӗрешӳ спортне уйрӑмах тӑван ялӗнче аталантарма ӗмӗтленнӗ вӑл. Иртнӗ ҫул тинех тӗллеве пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Николай Арсентьевич Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ачасене пухса пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫак йӑлана ҫирӗплетес тесе кӑҫал тепӗр турнир ирттерес тенӗ.
Николай Белков хӑй те мӗн ачаран кавир ҫинче тупӑшнӑ. 35 ҫула яхӑн пухнӑ ӑсталӑхне ҫитӗнекен ӑрӑва парассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать вӑл. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ку спорт тӗсӗ чӑнах та сумлӑ вырӑнта. Ҫавӑнпа ӑмӑртӑва хутшӑнакан спортсменсен йышӗ нумай пулни те тӗлӗнтермест.
Спортсменсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчен кӑна мар, тӗп хулари Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнчен те ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе турнир шайне ҫӗклерӗҫ.
Тупӑшу 13 виҫе категорийӗнче иртрӗ. Каччӑсенчен хӗрсем те юлмарӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата укҫан парне парса хавхалантарчӗҫ. Чи пӗлтерӗшли вара ӑмӑртура палӑрнисен спортри малашлӑх ҫулӗ уҫӑлни.
Леонид Петров