Кам ҫулла физкультурӑпа туслӑ пулнӑ, кам вара спорт площадкинче сайра курӑннӑ - "Ҫамрӑк Гварди" хастарӗсем пуҫарнӑ акци лайӑх кӑтартӗ. 50-мӗш шкулта вӗренекенсем ӑсталӑхне баскетбол лаптӑкӗнче тӑтӑшах туптанӑ. Тӑрӑшни сая каймарӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне стритбол ӑмӑртӑвӗнче тӗрӗслерӗҫ. Ку турнира пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Футболпа волейбола кӑмӑллакансем хушшинче те хӗрӳ тупӑшу пулчӗ. "Ҫамрӑк Гварди" хастарӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем - мечӗксем хатӗрленӗ. Вӗсемшӗн виҫӗ шкул тупӑшрӗ - 50-мӗш, 60-мӗш тата 64-мӗш. Малашне ытти район-хулари вӗренекенсене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасшӑн.
Вероника Павлова, Святослав Петров