Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене пӗрлештерекен ӑмӑрту

Патӑрьел районӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Федор Моисеев ячӗллӗ йӑлана кӗнӗ турнир иртрӗ.

Патӑрьелсем мухтавлӑ ентешӗсене халалласа кашни ҫулах 40 ытла спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркелеҫҫӗ. Федор Моисеев ячӗллӗ турнир вара чи сумлисенчен пӗри. Кӑҫалхипе вӑл кире пуканӗ йӑтакансене Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче 29-мӗш хут пухрӗ. Тупӑшу пуҫланиччен тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем спортсменсене ӑнӑҫу сунса мухтавлӑ ентешне аса илчӗҫ. 

Федор Моисеев Чӑваш Енри ӑмӑртусен ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнчи турнирсен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Республикӑра ҫине-ҫине рекордсем ҫапнӑ. Пурнӑҫра вара чӑн-чӑн пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ. Ӑнӑҫлӑ спортсмен ячӗпе ялта урам та хисепленет. 

Ӑмӑртура 3 регионти 80 ытла атлет хутшӑнчӗ. Пурӗ 14 ушкӑн. Ветерансен йышӗнче кӑна кире пуканӗ йӑтассинче "Тӗнче чемпионӗ" ята тивӗҫнӗ 6 спортсмен пулчӗ. Вӗсене курса ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Ҫак ҫитӗнӳсем вара патӑрьелсене спорт аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрма хистеҫҫӗ.

Алексей Енейкн, Иван Макеев