Ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулнине ҫирӗплетрӗҫ

Патӑрьел округӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Чӑваш Ен спортменӗсем 17 медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсем "маунтинбайк-кросс-кантри" дисциплинӑра ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн Ирина Калентьеван парнисемшӗн тупӑшрӗҫ.  

Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Калентьева Чӑваш Республикин тата Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче пӗрре мар ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. 2008 ҫулта Олимп вӑййисенче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ, 2007, 2009-мӗш ҫулсенче маунтинбайк енӗпе тӗнче чемпионачӗсенче ҫӗнтернӗ. Паянхи кун урӑх ҫӗршывра пурӑнать пулин те, ентешӗсене пур енлӗн хавхалантарса, пулӑшса пырать. 

Турнира Питӗр, Удмурт Республикин, Пермь тӑрӑхӗн, Чулхула, Самар облаҫӗсен спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш велосипедисчӗсем ҫӗнсе илнӗ 17 медальтен 4-шӗ ылтӑн, 6-шӗ кӗмӗл, 7-шӗ бронза. Ҫӗнтерӳҫӗсене Ирина Калентьева хӑй чысласа малашлӑхра ӑнӑҫу сунчӗ. 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин