Ӑсталӑха хаваслӑ эстафетӑра кӑтартрӗҫ

Тӗп хулари "Такуан" клуба ҫӳрекен каратистсем Ҫӗнӗ ҫул эстафети ирттерчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту 59-мӗш шкулта пулчӗ. 

Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ эстафета кӑҫалхипе 28-мӗш хут иртрӗ. Унта тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем пуҫтарӑнчӗҫ. Спорт уявӗ 4 ҫултан пуҫласа 16 ҫул тултарнӑ каратистсене пӗрлештерчӗ. Чӑнах та, хаваслӑ эстафетӑра аслисем малтанах ырӑ тӗслӗх кӑтартрӗҫ. Ҫамрӑк спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе ҫитӗннисем 20 ытла ҫынран тӑракан икӗ команда йӗркелерӗҫ. 

Ӑмӑртура пурӗ 155 спортсмен ҫулталӑкра мӗн вӗреннине кӑтартса пачӗ. Тренерсем ачасен ҫивӗчлӗхне, хӑвӑртлӑхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне хакларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире чысларӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, "Чи ӑста каратист" ячӗсене Дмитрийпе Дарья Даниленкосен, Григорий Сидугановӑн тата Ринат Гадиловӑн вӗренекенӗсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров