Ӑна виҫӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗш ушкӑн Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫити кайнӑ, иккӗмӗшӗ - Химиксен хулинчен Шуршӑла, тепри - Шуршӑлтан Сӗнтӗрвӑррине ҫитнӗ. Спортсменсем космонавтӑн тӑван ялӗнче пулнӑ митинга хутшӑннӑ, мухтавлӑ ентешӗн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Сӗнтӗрвӑрринче велочупу хастарӗсем валли экскурси йӗркеленӗ. Чи хастаррисене хисеп хучӗсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысланӑ.
Владимир Тимофеев, Виктор Чугаров