Ачасен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ

Спорт министрӗ Василий Петров Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 9 ҫулти Дарья Абрамован кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Вӑл велосипед пирки ӗмӗтленет. Хӗрачапа тата унӑн ҫемйипе министр регионти маунтинбайк центрӗнче тӗл пулчӗ.

Дарья Абрамова нумай ачаллӑ ҫемьере ӳсет. Юрлама та, ташлама та ӑста вӑл. Ҫавӑн пекех хӗр ачан спортпа туслашас килет. Кирилл пиччӗшӗ пекех велосипедпа ҫӳреме вӗренесшӗн. Унӑн ӗмӗчӗ пирки амӑшӗ Светлана ёлкажеланий.рф порталта ҫырса пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул парнипе Дашӑна спорт министрӗ Василий Петров савӑнтарчӗ. 

 


Надежда Александрова, Виолетта Александрова