Ачасем те, аслисем те сывлӑха ҫирӗплетӗҫ

Ҫӗрпӳ хулинчи ҫӗнӗ микрорайонсенче пурӑнакансен малашне сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑтлӑ майсем пулаҫҫӗ. Унта уҫӑ тӳпе айӗнчи спорт комплексӗ хута кайрӗ. Унпа ҫамрӑксем те, аслӑ ҫултисем те усӑ курма пултараҫҫӗ. 

Ку вӑл республикӑри ҫакӑн евӗр иккӗмӗш спорт комплексӗ. Унччен маларах уҫӑ тӳпе айӗнчи физкультура центрӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗлӗхе "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Муниципалитет лаптӑка хатӗрлессине хӑй ҫине илет, спорт хатӗрӗсем туянма вара федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Оборудовани кунта 12 миллион ытла тенке кайса ларнӑ. Стадионта футболла, баскетболла тата волейболла вылямалли лаптӑкӗсем, хул-ҫурӑма ҫирӗплетме тренажерсем пур. Куракансем валли 100 вырӑнлӑх трибуна йӗркеленӗ. Ҫӑмӑл атлетсем те чупмалли ҫулсене тӳрех ӑмӑртура пахаларӗҫ. Чӑваш Ен "Спорт - пурнӑҫ норми" федераци проектне 2019-мӗш ҫултанпа хутшӑнать. Ҫакӑ малашне те хӑтлӑ физкультура лаптӑкӗсем хута яма пулӑшӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫӑ тӳпе айӗнчи спорт комплексӗсем Патӑрьел районӗнче тата тӗп хулари 37-мӗшпе 17-мӗш шкулсем ҫумӗнче уҫӑлмалла.

Леонид Петров, Вадим Владимиров