Ачаран выляса ӳснӗ

Вӗсем хоккейла выляса Чӑваш Ен чысне темиҫе хут та ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗленӗ. Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнчи хоккей ушкӑнне йӗркелесе янӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ.

Лаштаяпасем пур ӗҫре те малти ретре пулма хӑнӑхнӑ. 50 ҫул каялла вара ялти хоккей ушкӑнне йӗркелесе янӑ чухне Елчӗк районӗнче пурӗ те 3-4 ялта кӑна ачасем хоккейла вылянӑ. Вӑл йышра ҫак ял ҫамрӑкӗсем те. Спорт ветеранӗсем ӗлӗкхине аса илсе хальхи ҫӑмӑллӑхсене нимпе танлаштарма ҫуккине калаҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче ялта хӑтлӑ хоккей коробки хута янӑ. Шӑварса пӑр тумашкӑн та шыв ал айӗнчех. Ҫур ӗмӗр каялла вара кун пирки ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ.

 

Алексей Енейкин, Александр Воронин