Спорт вӗренӳре те, кулленхи пурнӑҫра та пулӑшать

Тӗп хулари Мускав районӗнче паянхи куна 141 ача йывӑр шӑпаллӑ шутланать. Вунсакӑр ҫул тултарман ҫамрӑксене тӳрӗ ҫул ҫине тӑратас тесе яваплӑ службӑсем асӑрхаса тӑнисӗр пуҫне тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Хальхинче 45-мӗш шкулта спартакиада пулчӗ.

Алена Артемкина, Никита Углев

Йывӑр шӑпаллӑ ачасене тӗрӗс воспитани парас, ырӑ ӗҫсем тума вӗрентес тата пурнӑҫра ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантарас тесе чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсемпе тӗрлӗ специалист тӗл пулса калаҫать. Хальхинче спартакиада ирттерчӗҫ. Ҫак арҫыначасемпе хӗрачасем хушшинче спортпа тусли сахал мар. Ӑмӑрту ҫамрӑксене хӑйсене кӑтартма май парать. Вӗсене спортсмен-тӳресем хакларӗҫ. Чи пултаруллисене тӗрлӗ спорт ушкӑнне вырнаҫтарӗҫ. Унччен ачасем республика шайӗнче иртнӗ "Оранжевый мяч" турнирта тантӑшӗсем хушшинче палӑрнӑ.

Спартакиадӑра эстафета чупас, кире пуканӗ йӑтас, тӑршшӗне сикес тата ытти спорт тӗсӗнче ӑмӑртрӗҫ. Тупӑшава 12-16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнчӗҫ. Шӑпах ҫак тапхӑрта ҫамрӑксен усал шухӑшсем пулма пултараҫҫӗ, иккен. Унччен те йӑнӑш тунӑскерсене уйрӑмах асӑрхамалла. Ҫавӑнпа вӗсене пӗрмай ку е вӑл ӗҫ-пуҫа хутшӑнтармалла, теҫҫӗ специалистсем. 100-е яхӑн ҫамрӑк ҫӗнтерессишӗн тупӑшрӗҫ кунта.

Ҫак спартакиадӑна ҫулталӑкра 2 хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна 2006-мӗш ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Хальхинче 15 ушкӑн ӑмӑртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе дипломсем, парнесем парса чысларӗҫ.