Шупашкарти библиотекăсен стенисем çине граффити мелĕпе ÿкереççĕ

Çыравçăсен портречĕсемпе вĕсен кĕнекисенчи сăнарĕсем библиотекăсен стенисене капăрлатĕç. Шупашкарта искусствăри çĕнĕ юхăм - «стрит арт» вăй илсе пырать. Ку енĕпе тĕп хулара ятарлă проект йĕркеленĕ. «Арт-лайбрерис» авторĕсем çапла майпа  культура учрежденийĕсене ытларах çынсене çӳреме хистесшĕн, çакăнпа пĕрлех хула сăн-сăпатне улăштарасшăн.
 
Оксана Баскакова, Наташа Егорова, Никита Углев
 
Граффити ӳкерме хула пуçлăхĕсенчен ирĕк илмелле, унсăррăн кун пек пултарулăхшăн явап тыттарĕç. Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕ социаллă тата культура программисен конкурсĕнче «Арт-лайбрерис» проектпа çĕнтернĕ. Хальлĕхе авторсем 2 культра учрежденийĕн стенисем çинче ÿкернĕ.  Чи малтан Маяковский  ячĕллĕ библиотекăн сăнне улăштарнă. Кăçал кунта çамрăксем валли лапам йĕркеленĕ. Маяковский плакачĕсемпе вулавăш пӳлĕмĕсене илемлетнĕ. Граффити тăвакансем ятарласа ӳнер искусствине вĕреннĕ. Проект авторĕ - Фаина Петрова  эскизсене  тăвать. Стенасене сăрлама çамрăк художниксене явăçтарать. Гайдар ячĕллĕ библиотекăра ӳнерçĕсем 2 кун ĕçленĕ. Халĕ вулакансене кунта авторăн чи паллă сăнарĕ - Мальчиш-Кибальчиш йыхравлать.

 Кăçал библиотека 80 çул тултарать. «Çуртăн сăн-сăпатне çĕнетни пирĕншĕн парне пулчĕ. Ачасене питĕ килĕшет»,- теççĕ кунта ĕçлекенсем. Шупашкарти тата 2 библиотека стенине писательсемпе поэтсен портречĕсем илемлетĕç. Проект авторĕсем хулара çакăн евĕр ӳкерчĕкĕсем ытларах пуласса шанаççĕ, кашни библиотекăн сăн-сăпатне улăштарма палăртаççĕ. Çитес çул çак ĕç малалла тăсăлĕ.