Шупашкарти 204-мĕш ача сатĕнче çуллахи театр уçăлнă

Унта ачасем ашшĕ амăшĕпе пĕрле хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ туптаççĕ: актер ăсталăхне, пуканесемпе ĕçлеме, таса та тĕрĕс калаçма вĕренеççĕ.

Вероника Павлова, Анна Давыдова, Игорь Ульянов

204-мĕш ача сатĕнче паян асамлăх хуçаланать. «Чĕрĕ» пуканесемпе илемлĕ декораци пĕчĕк куракансене юмах тĕнчине илĕртеççĕ. Ачасемпе пĕрле аслисем те хаваспах театр ĕçне хутшăнаççĕ.

Ачасене ăсталăх тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума Чăваш патшалăх пукане театрĕн хастарĕсем пулăшаççĕ. Чи пĕчĕккисем валли вĕсем юмах лартаççĕ, кăшт аслăраххисене театр пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштарççĕ. Ачасем пукане ăсталама, ун валли çи-пуç çĕлеме вĕренеççĕ. Унсăр пуçне сăнарсене «чĕртме» те пĕлмелле, кунта ал çыпăçулăхĕ çеç мар, чĕлхе çивĕчлĕхĕ те кирлĕ.

Мастер-классене Чăваш Енри паллă артистсене те чĕнме палăртнă. Çу вĕçлениччен шăпăрлансем тĕрлĕ юмах сăнарĕсене калăплама вĕренĕç. 204-мĕш ача сатĕнчи çуллахи театра хула проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Ăна пуçаракансем ытти пĕлÿ учрежденисене те усăллă ĕçе явăçтарас тĕллевлĕ.