Тӑватӑ кашкӑр хураллакан ҫуртӑн картишӗ зоопарк тейӗн: тем те пур кунта. Антоновсен мӑнукӗсем пӗчӗкрен чӗлхесӗр янаварсене юратма, вӗсене пӑхма вӗренсе ҫитӗнеҫҫӗ.
Илемшӗн мӗн кӑна тумасть пуль этем. Леонид Антонов павлин усрама тахҫантанпах ӗмӗтленнӗ, икӗ ҫул каялла ҫак капӑр тӗклӗ кайӑк ҫӑмартине туяннӑ та кӑрккине пусма лартса чӗпӗ кӑларттарнӑ. Ҫапла ӳснӗ йыш. Ахаль чӑхсемпе хурӑнташлӑ чиперккесен аҫи аминчен самай илӗртӳллӗрех: тӗрлӗ тӗспе йӑлкӑшса тӑракан, веер евӗр сарӑлса уҫӑлакан ытарайми хӳре ҫут ҫанталӑкра урӑх никамӑн та, нимӗн те ҫук. Шел, эпир тӗкӗ тӑкӑннӑ вӑхӑта лекрӗмӗр.
Тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗке, чӗрчуна юратнипех Леонидӑн пӗр канӑҫ та ҫук: ирхине виҫҫӗре тӑрса кашнин патне ҫитмелле, ҫӑвартан тенӗ пек апатлантармалла. Кил хуҫи чун киленӗвне те вӗсемпех тупать.
Хуҫипе чӗрчунсен хутшӑну чӗлхи хӑйне евӗрлӗ. Сӑмахран, тӗрлӗ йышши кӑвакарчӑнсемшӗн алӑ ҫупни - пӗрле пуҫтарӑнма йыхравлани. Кайӑк-кӗшӗкӗ хуҫине куҫран пӑхсах ӑнланать. Кашкӑрӗсем те ҫаплах. Кашаманне Леонид "мана упракан Пихампар" тет: вӗсем ӑна ача чухнех вилӗмрен ҫӑлнӑ, унтанпа пурнӑҫне йӗркелесе пыма пулӑшаҫҫӗ.
Марина Карягина, Дмитрий Макаров.