Ял хуҫалӑх министертсви агростраховани пирки аса илтерет

Пахча-ҫимӗҫ, тырпул туса илесси, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси чылай чухне хресченрен кӑна мар, ҫанталӑкран та килет. Ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗн пулас тухӑҫа страхламалла.

Ҫурхи культурӑсене хӳтӗлеме кӑҫал патшалӑх 10 миллион та 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ, выльӑх-чӗрлӗх усракансем валли - 2 миллион та 600 пин тенкӗ. 2017-19-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енри хуҫалӑхсем 832 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫак тапхӑрта тӑпра ытла нӳрӗ пулнипе е ҫанталӑк типӗ тӑнипе чрезвычайлӑ лару-тӑру пулни пирки темиҫе хут та пӗлтернӗ. Халь ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Ҫавна май Ял хуҫалӑх министерстви агростраховани пирки аса илтерет. Саккун тӑрӑх ӳсен-тӑранпа пахча-ҫимӗҫе, выльӑха страхлама май пур. Унпа килӗшӳллӗн, енчен те ҫанталӑка пула тӑкак тӳссен, ун ҫуррине саплаштараҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров