Ял хуҫалӑх министерствипе Аграри университечӗ пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗç

Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ.

Тӑван ял, хула, ӗҫ ҫыннисем, агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ - ҫакӑ йӑлтах шкул ачисемпе студентсен хайлавӗсенче, сӑн ӳкерчӗкӗсенче, журналистсем хатӗрленӗ радио-телекӑларӑмсенче сӑнланнӑ. «Тӳресене ҫӑмӑлах килмерӗ, мӗн пур ӗҫе пӑхса тухма вӗсене самай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ», - тет Аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев. Профессиллӗ журналистсен ӗҫӗсене уйрӑммӑн хакланӑ. Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн аталану ҫул-йӗрӗ вӗсенче лайӑх палӑрать. Пирӗн телерадиокомпанире тӑрӑшакансем харӑсах икӗ номинацире палӑрчӗҫ. Чи лайӑх радиосюжет - Ирина Паргееван. Телевиденипе кӑтартнӑ сюжетсенчен "Алран кайми" кӑларӑм пысӑк хака тивӗҫнӗ. 

 


А.Александрова, Е.Фомина, Игорь Ульянов