Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса хуҫалӑхсем тухӑҫа пухса кӗртме васкаҫҫӗ

Паянхи кун тӗлне республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем кӗлете 800 пин тонна ытла тырӑ тӗшӗлесе хунӑ. Гектартан вӑтамран 34 центнертан кӑшт ытларах тухать. Ку пӗлтӗрхинчен самай пысӑкрах. 

Канаш районӗнче вырма вӗҫленсе пырать. Тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кунта 22 пин гектар ҫинчен вырса илмелле. Районти хӗрӳ ӗҫҫи пирки манӑн ӗҫтеше Екатерина Фоминана район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов каласа кӑтартрӗ. 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров