Тырӑ пуссисене хакланипе пӗрлех район аталанӑвӗпе кӑсӑкланчӗҫ

Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ушкӑнпа пухӑнса ҫула тухрӗҫ. Хальхинче вӗсем Красноармейски районӗнчи предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те, ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ-пуҫпа вӗсем кӑсӑкланма пӑрахман. Хӑй вӑхӑтӗнче кашниех ун аталанӑвне хӑй тӳпине хывнӑ-ҫке-ха. 2012-мӗш ҫулта хастарсем пӗрлӗхе чӑмӑртаннӑ, халӗ ун йышӗнче 500-е яхӑн ҫын. Пӗлтӗр пандемие пула пӗрле пухӑнайман ветерансем - чир лӑпланасса кӗтнӗ. Ҫавна май Трак тӑрӑхӗнчи тӗл пулӑва хавхалансах хутшӑнчӗҫ. "Красное Сормово" хуҫалӑхпа паллашма уйрӑмах кӑсӑк пулчӗ вӗсене.  Ялсене, агропромышленноҫ комплексне аталантарасси пирки администрацире иртнӗ канашлура сӑмах пычӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов отрасльти лару-тӑрупа тӗплӗн паллаштарчӗ. 

 

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов