Тухӑҫа сиен кӳрекенсенчен хӳтӗлемелле 

Çу каçипе ял хуҫалӑх культурисене хурт-кăпшанки те тапăнать, чир-чĕрĕ те çулăхма хăтланать. Сиен кÿрекенсемпе çийĕнчех кĕрешме пуçламасан, пысăк тухӑҫ илесси иккеленÿллĕ. «Уй кунĕ» куравра ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли меслетсем пирки сăмах пычĕ. 

Хӗвел ҫаврӑнӑшне, тыр-пула, йӗтӗне ҫум курӑкран тата чир-чӗртен мӗнле хӳтӗлемеллине "Шанс" компанире ӗҫлекенсем никамран лайӑх пӗлеҫҫӗ. 18 ҫул ӗнтӗ вӑл ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене тӗрлӗ им-ҫампа тивӗҫтерет. Липецк облаҫӗнче икӗ ҫул каялла ятарлӑ завод хута янӑ. Ҫулталӑкне 50 миллион литр тӗрлӗ хутӑш хатӗрлеҫҫӗ унта. Кӑҫал компание Раҫҫей экономикӗшӗн пӗлтерӗшлӗ предприятисен йышне кӗртнӗ. Ҫакӑ ӑна ҫӗнӗлле ӗҫлеме хистет. 

Вероника Павлова, Святослав Петров.