Тӗп хулара кӑҫал уҫӑлнӑ фермер пасарӗ тавар сутакансене тивӗҫтерсех каймасть

Шупашкарти Элкер урамӗнче кӑҫал ҫулла "Фермер пасарӗ" ӗҫлеме пуҫларӗ. Кунта архитекторсем тӑрӑшнипе илемлӗ суту-илӳ вырӑнӗ йӗркеленӗ, анчах та вӑхӑт кӑтартса панӑ тӑрӑх, вӑл тавар сутакансемпе туянакансемшӗн меллех мар. Ҫав вӑхӑтрах юсав валли республика бюджетӗнчен 5 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫавӑнпа та Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫитменлӗхсене палӑртма вырӑна ҫитрӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫула тухрӗ. 

Суту-илӳ речӗсене "П" саспалли евӗр вырнаҫтарнӑран кӗрсе тухма, чӑн та, кансӗр. Тем сиксе тухасран шикленмелле. Ҫавӑнпа та меллӗрех вырӑн йышӑнас текенсем ирхи 5-рех пасара килеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тупӑшаҫҫӗ. Суту-илӳ вырӑнӗсене тӑрӑллӑ тунӑ, анчах та юр е ҫумӑр ҫуни пӗтӗмпех ҫынсем ҫине тӑкӑнать.

Шывӗ те юхса каймасть, пӗтӗмпех ура айӗнче пухӑнса тӑрать. Хӑшпӗр вырӑна йӗпе-сапаран сыхланса ҫынсем хӑйсем бетонласа лартнӑ. Тепӗр пысӑк ҫитменлӗх - туалет ҫукки. Суту-илӳ тӑвакансен час-часах юнашарти банк уйрӑмне е кафене тӳлевлӗ ҫӳреме тивет. 

Ҫӳп-ҫап пӑрахма урнӑсем те лартса паман. Канӑҫ паман тепӗр ыйту - ҫутӑ ҫукки. Халӗ хӑвӑрт тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра ҫакӑ уйрӑмах сисӗнет. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫутӑ вӑйне тӗрӗслесе пӑхсан, люксметр "10" кӑтартмалли вырӑнне «0» пулчӗ. Вӑхӑт 16 сехет кӑна иртнӗччӗ. Шӑпах ҫынсем ӗҫ хыҫҫӑн тавар туянма килеҫҫӗ. Сутуҫӑсенчен ытларахӑшӗ тӗттӗмленсен ирӗксӗрех киле васкать, юлнисем хунар ҫутипе ӗҫлеҫҫӗ. 

Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ ҫитменлӗхсене яваплӑ ведомствӑсене пӗлтерес тӗллевлӗ. Кунти улшӑнусене эпир те асӑрхасах тӑрӑпӑр. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров