Сӗнӳ-канашпа пулӑшма яланах хатӗр

Паян ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем Шупашкарти Пӑр керменне кӗрекене пухӑнӗҫ. Уяв умӗн агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев тӗл пулчӗ.

Ветерансен канашӗн хастарӗсене ял хуҫалӑхӗнче специалистсем ҫитменни пӑшӑрхантарать. Ҫавӑн пекех хыт-хура пусса илнӗ ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине каларӗҫ вӗсем. Олег Николаев ҫак ыйтусене хальччен те тӗрлӗ канашлура сӳтсе явнине, вӗсене республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине кӗртнине каларӗ. Ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе тӗллевлӗ ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. 

 


Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Михаил Солин