Республикӑри хуҫалӑхсем тӑрӑшсах ҫуракине хатӗрленеҫҫӗ

Уй-хир ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттересси таса вӑрлӑх, техника юсавлӑ пулнинчен тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленинчен нумай килет. Муркашри Евтихий Андреев ячӗллӗ хуҫалӑхра та ӗҫ хӗрсе пырать.

Евтихий Андреев ячӗллӗ хуҫалӑх ҫӗрӗсем 1500 гектар йышӑнаҫҫӗ. Кунта, тӗпрен-илсен, тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ. Кашни ҫул мӗн пур лаптӑкӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне "кантараҫҫӗ" - ҫӗре сухалаҫҫӗ, им-ҫамлаҫҫӗ, анчах та унта нимӗн те лартса-туса илмеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул хуҫалӑхшӑн тухӑҫлӑ пулнӑ. Тырӑ гектартан вӑтамран 32 центнер тухнӑ, пурӗ 4000 тонна ытла пухса илнӗ. Ку паллах савӑнтарать. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра ҫуракине хатӗрленеҫҫӗ: вӑрлӑх алаҫҫӗ, им-ҫам турттараҫҫӗ.

Техника хуҫалӑхра ҫителӗклӗ. Иртнӗ ҫул парка пуянлатнӑ: пӗр трактор, 2 культиватор, сарлака сӳре туяннӑ. Халӗ пӗр 4-5 ҫул лӑпкӑ пурӑнма пулать, тет хуҫалӑх ертӳҫи Виталий Семенов. Комбайнсене, тракторсене тата ытти хатӗре мӗнле упрани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 

Муркаш тӑрӑхӗнчи пур хуҫалӑх та техника хакӗн 40 процентне тавӑрма май паракан пулӑшупа анлӑ усӑ курать. Пӗлтӗр 146 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ хатӗр туяннӑ.

Диана Иванова, Святослав Петров