Республикӑри фермерсене шкула йыхравлаҫҫӗ

Чӑваш Енре "Фермер шкулӗ" проект пурнӑҫа кӗрет. Унта хутшӑнас текенсенчен документсем йышӑнма пуҫланӑ.

Фермер шкулне Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ республикӑри Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе йӗркелет. Унта вӗренме кӗрес тесен конкурс витӗр тухмалла - эссе, презентаци е видеоролик хатӗрлемелле. Кун пирки тӗплӗнрех Аграри университечӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать. Фермер шкулӗнче улма-ҫырла туса илес тата сыр хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшӗҫ. 

 


Екатерина Фомина, Игорь Ульянов