Республикӑри 18 районта уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене республикӑра кӑҫал ир пуҫӑннӑ. Иртнӗ вунӑ ҫулта кун пекки пӗрремӗш хут.

Юр сахал ҫунӑран тӑпрара нӳрӗк те ҫителӗксӗр пулма пултарать. Ҫавӑнпа  акана хӑвӑрт та кӗске вӑхӑтра ирттермелле, - теҫҫӗ Ял хуҫалӑх министерствинче. Кӗрхисене 18 районта апатлантарма тухнӑ. Вӗсем 93 пин ытла гектар йышӑнаҫҫӗ.  Вӑрнар районĕнчи  Кивӗ Сӑрьелте пурӑнакан Валентин Павлов  хуҫалӑхӗнче те хӗрӳ тапхӑр пуҫланнӑ.

Екатерина Фомина, Семён Антонов.