Республикӑри 15 районта уй-хир ӗҫӗ пырать

Пӗлтӗр техника хире ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тухнӑ. Кӑҫал вара пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӗрхи культурӑсене тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тытӑннӑ.

Паянхи куна 15 районта  ҫак ӗҫ пырать. Вӑрнар, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенче тыр-пулӑн 70 ытла процентне апатлантаранӑ.

Ҫӗр ӗҫченне тӑпрара нӳрӗк ҫителӗксӗр пулни пӑшӑрхантарать. Ҫӗр хӑвӑрт типсе кайма пултарать. Ҫавӑнпа лайӑх тухӑҫ илес тесен  акана вӑраха ямалла мар - 2 эрнере вӗҫлемелле.

 Кӑҫал ҫуркунне 548 пин гектар акмалла. Вӗсенчен 310 пинӗшӗ - тӗш тырӑ. Ытти - выльӑх апачӗ валли тӗрлӗ культура тата пахча-ҫимӗҫ. Хуҫалӑхсенче вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, 93 проценчӗ кондициллӗ. Удобренипе те пурте саппасланнӑ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов