Республикӑра ял хуҫалӑх техникине хӗл каҫарма хатӗрлессипе йӑлана кӗнӗ конкурс пырать

Ҫак ӗҫе епле йӗркеленине ятарлӑ комисси хак парать. Йӗпреҫ тата Вӑрмар районӗсенчи хуҫалӑхсенче Чӑваш Енри техника надзорӗн патшалӑх инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев пулса курчӗ. 

"Красный партизан" колхоз 2 пин ытла гектар ҫӗрпе усӑ курать. Паянхи кун уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ ӗнтӗ. Халӗ кунта техникӑна тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарас пирки шутлаҫҫӗ. Тракторсемпе комбайнсене ангара кӗртсе лартнӑ. Сеялкӑсене, сӳресене тата ытти хатӗре упрама хуриччен ҫуса тасатаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, тутӑхасран ятарлӑ хутӑшпа сирпӗтеҫҫӗ. Тимӗр «урхамахсене» хуҫалӑхра епле упранипе техника надзорӗн инспекторӗсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ. 

Диана Иванова, Святослав Петров