Республикӑра ҫураки хӗрсе пырать

Ӗҫе мӗнпур муниципалитетра пуҫӑннӑ. Паянхи кун тӗлне ҫурхисене 25 пин гектара яхӑн акнӑ. Малта пыракансен йышӗнче - Елчӗк, Пӑрачкав, Улатӑр, Патӑрьел районӗсем. 

Ҫурхи культурӑсене 223 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Ҫанталӑк ура хумасан ӗҫе икӗ эрнере вӗҫлемелле. Ҫӗр улми лартма тухнӑ хуҫалӑхсен шучӗ те кунран кун ӳссе пырать. Хальлӗхе иккӗмӗш ҫӑкӑр лаптӑкӗ 15 гектарпа танлашнӑ. Кӗрхи культурӑсене вара, вӗсем 86 пин гектар йышӑнаҫҫӗ, апатлантарса пӗтернӗпе пӗрех. Калча кӑҫал лайӑх хӗл каҫнӑ. Тӑпрара нӳрӗк ҫителӗклӗ. Республикӑра акакан лаптӑк пурӗ 545 пин гектар йышӑнать. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 5 пин ҫурӑ гектар ытларах. 

Екатерина Фомина, Андрей Шоклев