Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви ҫӗршыври агропромышленноҫ предприятийӗсемпе килӗштерсе ӗҫлӗ

Кун пирки Мускавра иртнӗ "Агросалон" куравра калаҫса татӑлнӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗ унта кашни ҫулах хутшӑнать. Сергей Артамонов министр ертсе пыракан йыш ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли тӗрлӗ техникӑна пахалама пултарчӗ. Ӑна кӑларакан 233 компани хутшӑнать "Агросалон" курава. Унсӑр пуҫне семинарсемпе ӑсталӑх сехечӗсем, конференцисем иртеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Ростсельмаш компанин коммерци директорӗ Алексей Швейцов килӗшӳ турӗҫ. Ҫавна май ҫӗр ӗҫченӗсем техникӑна йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Питӗрти трактор завочӗпе те тачӑрах ӗҫлеме пуҫлӗ. Унсӑр пуҫне хальхи йышши технологисене ӗҫе кӗртме "МТЗ-Татарстан" тата "Гомсельмаш" предприятисем пулӑшӗҫ. Вӗсемпе те куравра килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. 

Хуҫалӑхсем техникӑна ҫӗнетме пултарччӑр тесе патшалӑх тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх кӳрет. Сӑмахран, кӑҫал Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе трактор-комбайн туянакансен тӑкакӗсене саплаштарма регион бюджетӗнчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫакӑн усси куҫкӗрет. 

 

Екатерина Фомина