Пысӑк тухӑҫ пухса кӗртес шанӑҫ пысӑк 

Регионти ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тухӑҫ аван пулмалла. Ҫуркунне часах ӑшӑтмарӗ пулин те, мӗн акни вӑхӑтра шӑтса тухнӑ. Пушӑ выртакан ҫӗрсемпе те тӗллевлӗн усӑ курма палӑртнӑ. Улатӑр тата Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗсен уй-хирӗнче Сергей Артамонов министр пулса курчӗ. 

Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи ҫак ҫӗрсем ҫинче темиҫе ҫул хыт-хура кашланӑ, никама та кирлӗ пулман вӗсем. Халӗ пӑхса ытарма ҫук - тыр-пул пусси хумханать. Пысӑк тухӑҫ пухса илес шанӑҫ пысӑк, - теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем. Вӑрлӑхӗ - паха, ҫӗрӗ кунта пулӑхлӑ. Пӑрачкав тӑрӑхӗнче паянхи кун тӗлне пин ытла гектар усӑ курман ҫӗр. Районта ыттисемшӗн тӗслӗх предприятисем пурри аван. "Россы-Поречье" хуҫалӑхра, сӑмахран, ҫум-курӑк пусса илнӗ лаптӑк ҫук.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Димитрий Макаров