Патшалӑх укҫипе ӗнесем тата техника туяннӑ

Социаллӑ контрактпа халӗ хушма хуҫалӑха аталантарма пулать.

Унпа килӗшӳллӗн йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ, пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесене патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшать. Красноармейски районӗнчи Ямайкассинчи Марина Васильеван килӗнче 4 ӗне тата 5 вӑкӑр. Пысӑк хуҫалӑх пирки вӑл тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Палӑртнине  пурнӑҫа кӗртме Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерствин социаллӑ контракчӗ пулӑшнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫемьене килти хуҫалӑха аталантарма  пӗлтӗр кӗркунне 250 пин тенкӗ уйӑрнӑ.  Унпа Марина 3 ӗне тата техника туяннӑ.


Елена Дмитриева, Вадим Владимиров